Ҫавалкасси патӗнче самолёт персе анни — Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗ патӗнче пулса иртнӗ сывлӑшри пӑтӑрмах.
Самолёт Омскран Мускава вӗҫнӗ, унӑн борт номерӗ 86601002. Вӑл хӑй вӗҫевне Пекинра пуҫланӑ пулнӑ.
«Аэрофлотӑн» Ту-104А самолёчӗ Ҫавалкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Апнерка» чукун ҫул платформи ҫывӑхӗнче 1958 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче 21 сехетре персе аннӑ.
Мускава вӑл вӑхӑтра тӗтре карса илнӗ пулнӑ, ҫавна пула самолёта унта ларма ирӗк паман. Ҫывӑхри Чулхула аэропорчӗ те ӑна йышӑнайман, ҫавӑнпа та Хусанти диспетчер Свердловска (халӗ Екатеринбург) вӗҫме хушнӑ. 10 000 метр ҫӳллӗшӗнче самолёт Свердловск еннелле ҫаврӑнма пуҫланӑ. Шӑп та лӑп ҫак вӑхӑтра самолёт хӑпаракан турбулентлӑ юхӑма лекнӗ — 13 000 м таран хӑпарнӑ хыҫҫӑн хӑвӑртлӑхне ҫухатса ӳкме пуҫланӑ.
Ҫӗр таран 2 000 м юлнӑ хыҫҫӑн экипаж самолёт траекторине кӑшт тӳрлетнӗ, анчах та вӗҫев аппарачӗн ҫитменлӗхӗсем пуррине пула (ҫӳллӗш рулӗн хочӗ сахал пулнӑ) инкекрен тухайман.
Самолёт ӳкнине ҫывӑхра вӗҫекен 1904 борт курса юлнӑ.
Ӳкнӗ вӑхӑтра экипаж диспетчерсене самолётӑн параметрӗсене пӗлтерсех тӑнӑ. Кайран, вӗсене шута илсе самолётӑн ҫитменлӗхӗсене тӳрлетме пултарнӑ.
Самолётра пурӗ 73 ҫын пулнӑ — экипажри 8 ҫын тата 65 пассажир. Вӗсем пурте вилнӗ.